Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнса пырать. Чылай районта ку енӗпе мухтанма пултарать.
Акӑ нумаях пулмасть Элӗк район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 100-мӗш ачана шута илнӗ. Ӑна Алина ят хунӑ. Пепке Тукач ялӗнче пурӑнакан Аннӑпа Алексей Степановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.
Алина — Степановсен пӗрремӗш ачи. Савӑнӑҫлӑ ҫак уяв ячӗпе мӑшӑра ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Мария Николаевна саламланӑ, хӗр пӗрчине воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Сӑмах май, 2010 ҫулта Элӗк районӗнче 100-мӗш ачана ҫӗртмен 29-мӗшӗнче шута илнӗ, 2011 ҫулта — утӑн 20-мӗшӗнче, 2012 ҫулта — утӑн 26-мӗшӗнче, пӗлтӗр — утӑн 22-мӗшӗнче.
Республикари районсенчи ял хуҫалӑхӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уй-хирелле васкаҫҫӗ. Паян ав Элӗк районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑх комбайнсене тапратса тырӑ вырма пуҫланӑ.
Кунти «Авангард» тата «Рабия» агрофирма вырмана чи пӗрремӗш тухнӑ. «Рабия» агрофирмӑн 1357 гектар лаптӑк ҫинчи тыр-пула пухса кӗртмелле. Вӗсенчен 500 гектарӗ — кӗрхи культурӑсем. Уй-хирте «Палессе» маркӑллӑ пӗр комбайн тата икӗ «Агрос-530» ӗҫлеҫҫӗ. «Рабия» 1 гектартан 20 центнер тырӑ вырса илет.
«Авангардӑн» 678 гектар тырра вырса кӗртмелле. Хирте «Вектор» тата «Дон-1500Б» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ.
Утӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ял увне паллӑ тунӑ. Вырӑнти тӳре-шара тухса калаҫнӑ, ентешӗсене пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Уява РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Н.П.Карачарсков тата унӑн мӑшӑрӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ кӳлепеҫи А.К.Брындин, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова хутшӑннӑ.
Уяв юрӑ-ташӑпа, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнинчен пуҫланнӑ. Ҫак кун Ҫӗрпелте унта пурӑнакансем кӑна мар, аякран килнӗ ҫынсем те пухӑннӑ.
Ӗҫре палӑрнисене, чи хастаррисене чысланӑ. Ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынсем пирки те манман. Юбилярсене, пӗрле нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ.
Концерта Хирпуҫ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Чашма» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗнчи «Хавас» ушкӑн, Канаш районӗнчи Ачча ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Паллах, уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Ял халӑхне чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарнӑ.
Элӗкри «Валинкке» халӑх фольклор ансамблӗ Геннадий Заволокин ячӗллӗ «Выля, купӑс» Пӗтӗм тӗнчери III фестивале хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 3–13-мӗшӗсенче Новосибирск тата Новосибирск облаҫӗнче иртнӗ.
Икӗ ҫулта пӗрре иртекен мероприяти тӗнче шайне тухма ӗлкӗрнӗ. Хальхинче унта хамӑр ҫӗршыври 70 регионӗнчен тата Германирен, Америкӑран, Израильтен, Украинӑран, Белоруҫран, Казахстанран килсе ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнма 278 заявка тӑратнӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри тепӗр ушкӑн та пулнӑ. Ку вӑл — Шупашкар районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ. «Валинкке» пирки каласан, фестивальте ушкӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ Элӗк район администрацийӗнче.
Конкурс ирттернисӗр пуҫне фестивале хутшӑннисене «Выля, купӑс» телекӑларӑм валли те ӳкернӗ.
«Валинкке» ушкӑн фестивальтен лауреат ячӗпе таврӑннӑ. Ансамблӗн солисчӗсем Владимир Терентьевпа Галина Краснова фестиваль дипломанчӗсем пулса тӑнӑ.
Сӑнсем (46)
Утӑн 12-мӗшӗнче республикӑри чылай ял уявне паллӑ тунӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрнар районӗнчи Хорнсор та. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑ кунне 335-мӗш хут уявланӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ.
Ял халӑхӗпе хӑнасем валли концерт йӗркеленӗ. Вӑрнарти культурӑпа кану центрӗнчи «Тивлет» ушкӑн артисчӗсем, Уйкас Кипек ялӗнчи «Кипек ен» ушкӑн, «Калинушка» ушкӑн, Элӗк районӗнчи «Шур акӑш» ушкӑн, «Альянс» эстрада ушкӑнӗ, Иван Христофоров халӑх артисчӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Кудряшов юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Юбилее Хорнсор ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсем килнӗ. Вӗсен йышӗнче — тава тивӗҫлӗ шахтерсем, тухтӑрсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем, строительсем.
Уявра спорт ӑмартӑвӗсем иртнӗ. Халӑх ҫӗрлехи 2 сехетченех савӑннӑ. 23.30 сехетре тӳпере салют ялкӑшнӑ. Ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташланӑ.
Сӑнсем (71)
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗ хӑйӗн уявне Питравра паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Мӗншӗн шӑпах ҫак кун-ха? 1795 ҫулта Чӑваш Сурӑмӗнче Петр апостола халалласа чиркӳ ҫӗкленӗ. Чӑваш Сурӑмӗнче ял уявне тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: урамсене тасатаҫҫӗ, така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ, унпа пурне те хӑналаҫҫӗ.
Уява Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов, Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов, «Элӗк ачи» ентешлӗхӗн председателӗ Владимир Иванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Александр Куликов ял халӑхӗ ӗҫчен пулнине палӑртнӑ. «Новый путь» хуҫалӑх та республикӑра ав малтисенчен пӗри.
Уявра ылтӑн тата кӗмӗл туйсене паллӑ тӑвакансене саламланӑ. Вячеслав Дмитриевичпа Маргарита Алексеевна Михайловсем пӗрле 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Сурӑм тӑрӑхӗнче кӗмӗл туя 9 ҫемье паллӑ тӑваҫҫӗ иккен.
Чӑваш Сурӑмсене саламлама Ҫӗрпӳ районӗнчи «Сувар» фольклор ушкӑнӗ те ҫитнӗ. Ентешӗсене юрӑ-ташӑпа Чӑваш Сурӑмӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Каблучок» ташӑ ушкӑнӗ савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те сцена ҫине тухнӑ.
Нумаях пулмасть Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫурчӗ умне халӑх йышлан пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ярмушка ял тӑрӑхӗ ҫултан ҫула куҫакан йӑлине — ял уявне паллӑ тӑвассине — кӑҫал та ирттернӗ.
Уявра чи малтанах Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров тухса калаҫнӑ, ентешӗсене саламланӑ май маттуррисене тав хучӗсемпе тата ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Уявра алӗҫӗсен, сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Кушар Юнтапара ҫуралса ӳснӗ В.И.Перепелкин пушӑ алӑпа килмен. Вӑл ялти клуба сарлака экранлӑ монитор парнеленӗ.
Концерт Ярмушкари ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Ӑна халӑх ура ҫине тӑрсах итленӗ. Унтан «Шурӑмпуҫ», «Чашма» вырӑнти халӑх фольклор ушкӑнӗсем, Уйкас Юнтапа, Кушар Юнтапа ялӗсенчи ӳнер пултарулӑх ушкӑнӗсем, Авшак Элмен, Кивҫурт Мӑрат ялӗсенчи шкул ачисем сцена ҫине хӑпарнӑ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ ансамбльсем концерт программине тата пуянлатнӑ. Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене халӑх хапӑлласах йышӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Элӗк районӗнче «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ мӑшӑрсене саламланӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнче виҫӗ ҫемье ҫак медале тивӗҫнӗ. Лев Архиповичпа Людмила Николаевна Ефимовсем Чӑваш Сурӑмӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 36 ҫул пӗрле. Вӗсем икӗ ывӑлпа пӗр хӗре ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын ӳстернӗ. Кашниех пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ.
Станислав Николаевичпа Зоя Егоровна Куликовсем Элӗкре пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫемйи 35 ҫулта. Мӑшӑр 3 ачана ура ҫине тӑратнӑ.
Михаил Николаевичпа Зоя Михайловна Степановсем - Тури Вылӑ ялӗнчен. Степановсем пӗрле 34 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Михаил Николаевич «Молния» колхозра нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ – ял старости. Мӑшӑр пӗр ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. 2000 ҫулта вӗсем Анна ятлӑ хӗрачана усрава илнӗ. Унтан йыш татах пысӑкланнӑ: Ксюша, Наташа, Даша вӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Ҫерпӳ ярмӑркки пулӗ. Пӗрремӗш кунхине Анатри Кипекҫе ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне уҫӗҫ. Ку Ҫӗрпӳ районӗнче – иккӗмӗш ФАП.
17 сехетре тӗрлӗ сӑнар район ҫыннисене, хӑнисене савӑнтарӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн шкултан вӗренсе тухнисене саламлӗҫ. 17.30 сехетре Ярмӑрккӑ лапамӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи 154 выпускник пухӑнӗ, вӗсенчен 32-шне уйрӑм палӑллӑ аттестат парӗҫ. Унтах пулас студентсен картишӗ ӗҫлӗ, республикӑри аслӑ шкулсем хӑйсем пирки каласа кӑтартӗҫ. 18 сехетре «Ташӑ калейдоскопӗ» пулӗ. 19.30 сехетре «Ҫеҫпӗл» ушкӑн юрлӗ. 20.30 сехетре – файер-шоу. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.
Иккӗмӗш кунхине ярмӑрккӑ «Ачалӑх асамат кӗперӗ» ача-пӑча пултарулӑх фестивалӗпе пуҫланӗ. Унтан Акатуй пулӗ. 12 сехетре ултӑ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем утӗҫ. 14.30 сехетре – туслӑх карти. Ҫак кун халӑх ытти мероприятипе те киленме пултарӗ.
Виҫҫӗмӗш кун – фестиваль кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫерпӳ районӗнчи театр ушкӑнӗсен фестивалӗнчен пуҫланӗ. 11 сехетре А.Г.Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа М.Яклашкинӑн академи капелли тата 6 районти ушкӑнсем композитор юррисене шӑрантарӗҫ. 13.
Паян Чӑваш Республикинчи паллӑ спортсмен, хӑвӑрт утассипе тупӑшнӑ пӗрремӗш чӑваш, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ маттур, СССР тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Виктор Семенов 65 ҫул тултарать.
Виктор Семенов Элӗк районӗнчи Аслӑ Вылӑра ҫуралнӑ. Спорт енне вӑл аслӑ пиччӗшӗ Василий Семенов илӗртнипе туртӑнма тытӑннӑ. Асли, сӑмах май, иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утассипе пӗрремӗш секци уҫнӑ. «Спортсмен пулмасан май та килмен. Икӗ пиччем те тренерсем-ҫке», — тенӗ Виктор Семенов каярах.
Пиччӗшӗсем ертсе-вӗрентсе пынипе Виктор СССР чемпионӗ ята виҫӗ хутчен тивӗҫет. РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусене асӑнмӑпӑр та. 1976 ҫулта чӑвашсенчен пуҫласа хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑнать. Унта вӑл финиша 15-мӗш ҫитет.
Пӗлӗвӗпе, сӑмах май каласан, Виктор Семенов Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн пиччӗшӗсен ҫулне суйласа тренер пулса тӑнӑ. Виктор Семенович ренер евӗр ертсе пынипе ӗнтӗ Елена Николаева 1992 ҫулта Олимп вӑййинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |